Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫеҫпӗл Мишши

Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑвашсен кӑвар чӗреллӗ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине чыслӑн уявларӗҫ. Уяв шкул дирекцийӗ ҫирӗплетнӗ ятарлӑ план тӑрӑх пулса пычӗ. Чи малтанах чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсем кашни класрах Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ мультимедиллӗ урок презентацисем ирттерчӗҫ. Уроксенче вӗрентекенсем ҫамрӑк Мишшан пултаруллӑ енӗсене туллин ҫутатса пама тӑрӑшрӗҫ, чӑваш поэзине ҫӗнӗ сӗм кӗртнӗ ҫыравҫӑн кун-ҫулне тишкерчӗҫ, ачасен кӑмӑл-сипетне поэтӑн асап-нушаллӑ пурнӑҫӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарма май тупрӗҫ.

Уйрамах класс тулашӗнче чылай ӗҫ туса ирттерчӗҫ вӗрентекенсемпе вӗренекенсем. Хамӑр районта иртекен "Ҫеҫпӗл — пирӗн чӗрере" сочиненисен конкурсне хутшӑнса ачасем килте сочиненисем хайларӗҫ. Вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илсе ҫак конкурс жюрине тӑратрӗҫ. 9-мӗш "б" класра вӗренекен Алексей Михайловӑн сочиненийӗ 2-мӗш вырӑн, Николай Марковӑн — 2-мӗш вырӑн, 7-мӗш "а" класра вӗренекен Анастасия Ивановӑн сочиненийӗ вара 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗҫ.

Малалла...

 

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Ку уява кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши 110 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Чи малтанах вӗрентекенсене районти Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый саламларӗ: район ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Унтан вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене итлесе сӳтсе яврӑмӑр: Г.В.Каринкинӑн «Упрама пӗлесчӗ аннене» (Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калавӗ тӑрӑх, 7 кл.); Г.А.Енейкинӑн Петӗр Эйзин «Йӑмрапа хурӑн» — (6 кл.); Е.В.Алексеевӑн Г.В.Волков «Тӑван чӗлхемӗрҫӗм» (7 кл.); Л.В.Кудрявцевӑн «Сӑвӑҫ тата вӑхӑт» (10 кл.); Е.С.Федорован «Ҫеҫпӗл Мишши юратӑвӗ» — (10 кл.); З.А.Михееван «Текст тишкерсе ӑслав хайлавӗ ҫырасси», (9 кл.).

Уява килнӗ чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн тӑван чӗлхепе литература кафедрин деканӗ Е.А.Андреева уҫӑ уроксен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ, елчӗксенче чӑвашлӑх туйӑмӗ вӑйлине палӑртса хӑварчӗ.

Малалла...

 

Кӗҫех кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан салинче Ҫеҫпӗл Мишши урамӗн уявӗ иртрӗ. Унта ҫамрӑксемпе ваттисем, шкул ачисем, ял ҫыннисем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑк та илемлӗччӗ ҫав кун: хӗвел хӑйӗн ҫутӑ пайӑркисемпе таврана ӑшшӑн ыталаса илнӗ тейӗн. Уява Шупашкартан килнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ентешӗсем — Лидия Филиппова журналистпа Лидия Сарине поэтесса — илемлӗ сӑввисемпе савӑнтарчӗҫ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн студенчӗсем те хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Наталья Александрова пирӗн паллӑ та мухтавлӑ А.Г.Николаев космонавт летчик ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Хӑйсем патне Шуршӑла, Космонавтика музейне хӑнана чӗнчӗ. Эпӗ те, ҫак йӗркесен авторӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуларӑм. Шӑхасанти “Шуҫӑм” ансамбль савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗ. Ҫеҫпӗл ялӗнчен ҫитнӗ “Шӗкӗр” те вӗсенчен юлмарӗ. Канашран килнӗ А.

Малалла...

 

Ҫурлан 9-15-мӗш кунӗсенче Крым ҫурутравра вырнаҫнӑ Ялта хуларан тӗрӗк ҫамрӑкӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн 14-мӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Болгари, Германи, Афганистан, Иран, Ирак, Сири, Азербайджан, Казахстан, Турци, Кӑркӑсстан, Кипр, Румыни, Македони, Бельги, Молдави, Узбекистан, Раҫҫей тата ытти ҫӗршывсенчен 200 ытла делегат хутшӑннӑ. Курултайӑн тӗллевӗ — пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсене пӗрлештересси. Ун шайӗнче пленарлӑ канашлусем, экономика, культура, политика, спорт комиссийӗсен ларӑвӗсем, тӗрӗк халӑхӗсен культура каҫӗсем, концертсем иртрӗҫ. Чӑвашран ку мероприятине Олег Цыпленков, Константин Малышев, Николай Сусарин тата Чӑваш Республикинчи «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, пурӗ 16 ҫын, кайса килчӗҫ.

Чи малтан, курултая ҫитиччен, чӑваш делегацийӗ Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине кӗрсе тухнӑ — унта ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин вил тӑприне пуҫ тайса, обелиск умне чечексем хунӑ, поэтӑн вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. «Шуҫӑм» ансамбль вырӑнти Культура керменӗнче концерт та кӑтартнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш Енре Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 107 ҫул ҫитнине паллӑртаҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче «Ҫеҫпӗл сасси» ятлӑ регионсем хушшинчи фестиваль иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх уяв 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче уҫӑлнӑ «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗрӗ» мемориаллӑ комплексра иртнӗ. Комплексра кашни ҫул регионсем хушшинчи фестиваль, тата «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗ» ятлӑ ҫамрӑк сӑвӑҫсен конкурсӗ иртет. Ку ҫулта фестивале Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Красноармейски, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ушкӑнсем хутшӑннӑ. Уява ҫавӑн пекех Тутарстан Республикӑри Теччӗ хулинчи хӑнасем те ҫитнӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ